Иван Яковлев çуралнǎранпа
175 -çул çитнĕ май чǎваш чĕлхи кунне халалласа ака уăхĕн 25- мĕшĕнче «Василек»
ача сачĕнче «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» уяв иртрĕ.
Чи малтан Васильева А.Л. аслă ушкăнри ачасене Иван
Яковлевич кун - çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Пӗрремӗш букварь ҫинчен каласа пачĕ.
Вăл ачасемшӗн питех те интереслӗ пулчӗ. Ачасем тимлĕн, интересленсе итлесе ларчĕç.
Унтан тăрăшса сăвăсем вуларĕç, ташăсем ташларĕç. Мероприяти вĕçлениччен ачасем
чăваш юррисене шăрантарчĕç, вайăсем вылярĕç.
Уяв питӗ хаваслă иртрӗ. Ачасемшӗн усăллă пулчӗ.
Ачасене мӗн пӗчӗкрен тăван халăхăн историйӗпе, культурипе паллаштарса ӳстерни ḉитӗнсен
те тāван ҫӗре, халāха, ытти халāхсен йāли-йӗркине те хисеплес туйāма
ҫирӗплетессине шанаҫҫӗ педагогсем.